Пресс-центр

Вăхăтра пулăшать

Пурăнмалла та пурăнмалла вăхăтра усал чир ыталаса илсен тÿрех сыватмăш ĕçченĕсем патне каятпăр. Тавтапуçах вĕсем пурришĕн.

Эпир чи малтанах ялти фельдшерицăран пулăшу ыйтатпăр. Вăл хăйĕнчен мĕн кирлине пурне те тума тăрăшать, ытти тухтăрсем патне кайма хушать.

Туçи Çармăс ялне çĕнĕ, анчах вĕренсе тухнă специалист Лариса Толмасова (халĕ – Филиппова) килсен пĕрремĕш чирлĕ çын эпĕ пултăм пулас. Тимлĕ итлесе пăхрĕ вăл, район больницине кайма сĕнчĕ.

Çавăнтанпах сăнаса тăрать манăн сывлăха Лариса Николаевна. Çирĕм çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа. Хăйĕн мăшăрне те кунтах тупрĕ. Ĕçчен те сăпайлă хĕр хамăр ялтан тарассинчен самаях шикленнĕччĕ.

Халĕ Лариса Николаевнапа Владимир Сергеевич пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ, Анжела, амăшĕ пекех тухтăр пулма вĕренет. Ывăлĕсем шкула çÿреççĕ. Мăшăрĕ Мускавра ĕçленĕрен кил-хуçалăхра тимлеме те, чирлекен хунямăшне пăхма те ĕлкĕрет. Ĕçĕ çителĕклех. Тимĕрçкасси ялне те çитмелле. Чĕннĕ вырăна çанталăка пăхмасăр çÿрет. «Çын сывлăхĕ хаклăрах», – тет пăрчăкан пек ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм.

Василий ПЕТРОВ.



26 июня 2019
07:57
Распечатать
Поделиться