Пресс-центр

Гиппократ тупи асрах

Медицинăра тăрăшакансен професси уявĕ хаваслă иртнĕ. Сăваплă ĕçре тимлекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков саламланă.

Сывлăх хуралĕнче 424 ĕçчен тăрăшать. Гиппократ тупине асра тытса халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсене чыс та мухтав. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçрĕç. Сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе врач-фтизиатра Ирина Иванована, кадрсен пайĕн специалистне Ольга Шурбакована, инфекци, терапи, хирурги уйрăмĕсен, Калининăри, Мăн Явăшри врач офисĕсен медсестрисене – Людмила Авруйскаяна, Елизавета Девятерикована, Светлана Васильевана, Елена Михайлована, Ираида Якушинана, Мăн Турханти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Валентина Родионована чысларĕç. Çавалкасри фельдшер Юлия Михайлова та пысăк награда илнĕ. Вăл «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн, район тĕп больницин Хисеп грамотипе Тавне тивĕçнисем те чылаййăн пулнă. «Тавтапуç, тухтăр!», «Тавтапуç, медсестра!» акцисене пĕтĕмлетнĕ, больницăн, пĕтĕмĕшле врач практикин чи лайăх уйрăмĕсене, çавăн пекех чи кăтартуллă ФАПа, кабинета палăртнă.

Пархатарлă профессире ĕçлекенсем юрра-ташша та ăста. Маттуррисем ĕçтешĕсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Сиплевçĕсене ачасем те саламланă.



19 июня 2019
07:54
Распечатать
Поделиться