Пресс-центр

Юратнă професси те, пурнăç тĕллевĕ те

Сыватмăша килсен тепĕр чухне медицина ĕçченĕ чурăс чунлă пулнине те, пациента тимлĕх сахал уйăрнине те асăрхатăн. Хăшпĕри хăр-хар кăшкăрма та именсе тăмасть. Çакăн пек лару-тăрăва лексен тухтăр кабинетĕнчен хăвăртрах тухса тарас килет. Мĕншĕн ку специалист шур халатлисен ретне тăнă-ши тетĕн ун чухне хăвăн ăшра. Гиппократ тупине асра тытман медицина ĕçченĕн район тĕп больницинче тимлекен офтальмологран – Татьяна Александровна Григорьевăран – тĕслĕх илмелли, вĕренмелли нумай. Вăл эмелпе кăна мар, ăш сăмахпа та сиплет. Çамрăк пулсан та, халăх хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Ăна тухтăр пулма Турри пилленĕ.

Куракăшри шур акăш

Иртнĕ эрнере районти поликлиникăна кĕрсен офтальмолог кабинечĕ патне çывхартăм анчах, тенкел çинче ларакансем: «Тухтăр патне кĕрес пулсан регистратурăра çырăнмалла. Черетсĕр кĕртместпĕр»,– терĕç сиввĕн. Эпĕ мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен сасартăк пациентсен кăмăлĕ çемçелсе кайрĕ.

– Черетсĕрех кĕрĕр апла. Татьяна Александровна Григорьева окулист пирки статья çырмаллах. Мĕн тери лайăх тухтăр вăл. Ватти-вĕттипе те вашават, хăвăртах пĕр чĕлхе тупать. Тата хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста. Унăн алли çăмăл, – пĕр-пĕринпе ăмăртса калаçрĕç пациентсем.

Ырă сăмахсем янăрани пĕр вăхăт коридор тăршшĕпех илтĕнсе тăчĕ. Çынсем калаçнине сăнанăран физиотерапи кабинечĕ патĕнче тăракан хĕрарăм (ăна вĕрентекен е культура ĕçченĕ пулĕ терĕм ) мана кăчăк туртрĕ те çапла хыпарларĕ:

– Татьяна Григорьевăна шур акăшпа танлаштарас килет. Çак пархатарлă кайăк илемлĕхе, шанчăклăха, тасалăха, ыр кăмăллăха, тараватлăха палăртать. Татьяна Александровнăра асăннă паха енсене пурне те курма пулать. Акăшсем аманнă юлташĕсене нихăçан та пăрахмаççĕ. Хăйсен хÿттине илеççĕ. Татьяна Александровна та чирлисен сывлăхне упрассишĕн хытă тăрăшать. Кашни пациентшăн яваплăха туять. Чулланса ларнă чĕреллисем те, шăл шурри кăтартманнисем те офтальмолог патĕнчен кăмăлпа тухаççĕ.

Татьяна Григорьева ĕçе Элĕк енрен машинăпа çÿрет. Руль умĕнче хăех. Вăл илемлĕ тăрăхра, Куракăш ялĕнче, çуралнă. Ашшĕ, Александр Всеволодович, çул-йĕр ĕçĕн строительствинче тимленĕ. Амăшĕ, Маргарита Васильевна, Элĕк район тĕп больницин терапи уйрăмĕнче медсестрара вăтăр улттăмĕш çул тăрăшать. Палăртмалла, тухтăрăн амăшĕ Вăрнар районĕнчен, Упнер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Татьяна Александровна çемье ăшшине упраканĕ те. Мăшăрĕпе, Максим Вадимовичпа, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.

 Куç – чун тĕкĕрĕ

– Эпĕ хамăн профессие питĕ юрататăп. Шур халатлисен ретне тăма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Тăвансем йывăр чирленине курсан чун ырататчĕ. Вĕсене хăвăртрах сиплес килетчĕ. Тухтăр пулас ĕмĕтпе çунатланса шкулта химипе биологи предмечĕсене тăрăшса вĕрентĕм. Халĕ ĕнтĕ эпĕ дипломлă специалист. Ĕçе савăнса çÿретĕп. Пĕлетĕр-и, пациентсем сывалнине курсан çав тери хавхаланса каятăп, – çепĕççĕн калаçать çамрăк тухтăр.

Чун туртнипе профессие суйлакан урăхла ĕçлеме пултараймасть те. Татьяна Григорьевăшăн çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси – професси кăна мар, пурнăç тĕллевĕ те. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухнă. Куç – çын чунĕн тĕкĕрĕ, куçсăр пуличчен чунсăр пул, теççĕ ваттисем. Элĕк хĕрĕ этемĕн çак органĕпе хытах кăсăкланать. Медицина ăсчахĕсем ертсе пынипе Шупашкарти куç микрохирургийĕнче, республикăри клиника офтальмологи больницинче практикăра пулать, ăсталăха туптать. 2011 çулта врач дипломне алла илет.

Татьяна Александровна кунне вăтамран 30 çынна йышăнать. Тухтăра ачасемпе çамрăксен куç вăйĕ чакса пыни хытах шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра анлă сарăлнă диагноз – миопи. Куç инçетрине япăх курни ку чухнехи ăрăва хытах аптратать.

– Ачасемпе çамрăксем компьютер умĕнче вăхăта нумай ирттереççĕ, кĕсье телефонне те алăран ямаççĕ. Ашшĕпе амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшмалла. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла, – палăртрĕ офтальмолог.  

Хĕвел кунран кун ăшшăнрах та ăшшăнрах пăхать. Вăхăт нумай та иртмĕ – тавралăх симĕс тумпа витĕнĕ. Этемлĕхĕн вăйлă çурри алла ĕç хатĕрĕсем тытĕ. Тухтăр асăрхаттарать: çăва тухсан арçынсем «болгаркăсемпе» ĕçлесе час-часах куçĕсене амантаççĕ. Çавăнпа та офтальмолог тимлĕ пулмалли пирки асилтерчĕ.

Ватăсене ытларах катаракта, глаукома чирĕсем нушалантараççĕ. Çавăнпа та аслă ăрурисем, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшаканнисем, куç тухтăрĕнчен сĕнÿ-канаш ыйтсах тăраççĕ.

Çитмĕлелле çывхаракан Владимир Федотов, Вăрнар поселокĕнче пурăнаканскер, офтальмолог патĕнчен савăнăçлă кăмăлпа тухрĕ: «Татьяна Александровна каланине ăша хыврăм. Вăл тухтăр пулмах çуралнă»,– терĕ вăл.

Элĕк хĕрĕ хăйĕн пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарса тĕрĕс тунă. Татьяна Григорьевăна вăрнарсем хисеплеççĕ. Унăн çулĕпе йăмăкĕ Ирина та кайнă. Вăл тухтăр, рентгенологра тăрăшать.

 

 

23.03.2019г

Елена ПОРФИРЬЕВА.



23 марта 2019
14:43
Распечатать
Поделиться