Пресс-центр

Шурă халатлисене – чыс-хисеп

Виçĕмкун Медицина ĕçченĕн кунне халалласа районта уяв иртнĕ. Сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Горбунов, Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков саламланă. Нумай çул ырми-канми ĕçлекенсем хисепе тивĕçнĕ.

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министрĕн Тавĕпе хирурги уйрăмĕн медсестрине Наталья Орлянкована, анестезиологи-реанимаци уйрăмĕн врач-анестезиолог-реаниматологне Марина Попована чысланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене ача-пăча уйрăмĕн участокри медицина сестри Надежда Андреева, шăл тухтăрĕ Галина Горбунова, медицина лабораторийĕн техникĕ Елизавета Данилова, Иртеменкассинчи ФАП ертÿçи-фельдшерĕ Надежда Иванова, психиатр-нарколог пÿлĕмĕн медицина сестри Нина Максимова, хирурги уйрăмĕн медицина сестри Мира Николаева, тĕп врач заместителĕ Ольга Тумаланова, терапи уйрăмĕн медицина сестри Вероника Трофимова тивĕçнĕ.



16 августа 2018
10:31
Распечатать
Поделиться