Пресс-центр

Кăмăл ăшшипе сиплеççĕ (Источник: "Çĕнтерÿ çуле" от 25.04.18г)

      Çын тÿрĕ чунлă, ăшă та çирĕп кăмăл-туйăмлă пулсан, ирĕксĕрех ун патне туртăнатăн, унпа канашлама тăрăшатăн.  Шăпах çавăн пек çынсен шутне кĕртес килет Мăн Явăшри çемье врачĕн офисĕнчи Елена Михайловапа Надежда Павлова фельдшерсене.

Чирлисене сиплес ĕçре питĕ вашават, тăрăшуллă вĕсем. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Явăш тăрăхĕнчи çĕршер çын савăнăçĕ, хуйхи-суйхи вĕсен чĕри витĕр тухнă тесен те йăнăш мар. Медицина училищинчен вĕренсе килнĕренпе мĕн чухлĕ çын сывлăхне çăлса хăварман-ши;

– Пирĕн ĕçе сехетпе хаклама çук, мĕншĕн тесен чир вăхăтпа çÿремест, вилĕмĕ те хăçан килессине систермест. Çавăнпа хам ĕмĕрте канлĕ ыйхăпа çывăрнине астумастăп, кашни каç тенĕ пекех алăкран шакканипе вăранса каятăп. Пирĕн тивĕçĕ çапла, чирлесе ÿкнĕ çынна пулăшмаллах,  – тет Елена Михайлова.

Халăха медицина пулăшăвĕ парассине тĕпрен лайăхлатнă. Ватăсемпе инвалидсем патне килĕсене çÿресе сывлăхĕсене тĕрĕслессине çирĕп йăлана кĕртнĕ.

Çемье врачĕн ĕçĕ-хĕлĕ кашни çыннăн пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Ялсенче ача амăшĕсене вăхăтра  пулăшу парса тăнине пула чир-чĕрпе çуралнă пепкесен хисепĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах чакнă. Çавăн пекех чĕрепе, юн тымарĕсен чирĕпе асапланакансен шучĕ те сахалланнă.

Анчах пăшăрхантаракан пулăмсем те пур. Хăшпĕр ялта ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем нумай. Çавна май наркăмăшлă шĕвеке ĕçнипе вилекенсен шучĕ те ÿснĕ. Медицина ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ малашне те наркоманипе ĕçкĕ-çикĕне хирĕç вирлĕн кĕрешесси пулĕ.          


 Владимир МОСКВИН. 




26 апреля 2018
00:00
Распечатать
Поделиться