Пресс-центр

Ĕçчен, сăпайлă

Вăрнар район тĕп больницине шăл сиплеме е кăларттарма тăтăшах çÿретĕп. Мана сиплекен тухтăр – Людмила Николаевна Сергеева.

Вăл хăйĕн ĕçне юратать, тимлесе ĕçлет. Чĕвĕл-чĕвĕл сасси чуна уçса ярать, суракан шăл та лăштах пулать. Хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă. Ахăртнех, Гиппократ тупине яланах асра тытать. Çавăн пек тухтăрсем кирлĕ те сывлăх хуралĕнче.

Людмила Николаевнăпа юнашар Нарспи пек хитре тухтăр тăрăшать. Ун патне пĕр вăтам çулхи арçын шăл сиплеме пырса ларчĕ. Хăйĕнчен сăмсана çуракан духи шăрши кĕрет, хăть противогаз тăхăн. Аптăранă енне Елена Петровна медсестра кантăка уçса ячĕ, ниепле те сирĕлмест шăршă. Мĕн кăна тÿсмеççĕ-ши тухтăрсем, çапах та хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Тухтăрсене хисеплени кирлех ĕнтĕ.

Хирĕç пÿлĕмре шăл кăларакан врач Максим Александрович Самарин тăрăшать. Ун кабинечĕ умĕнче яланах çын йышлă, пĕрне те каялла кăшкăрса ямасть, пурне те йышăнать. Çамрăк специалист ĕçре тăрăшуллă, халăхпа вашават.

 

А.ВЕТРОВА.

Вăрманкас.

 

Опубликовано: 05.12.2018



05 декабря 2018
08:44
Распечатать
Поделиться