Пресс-центр

Туслă коллективăн ĕçĕ ăнăçуллă

Районти тĕп больницăн лабораторийĕ çын сывлăхне тĕрĕслес ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Кунне тухтăрсем çырса панă вун-вун анализа тĕпчесе хатĕрлеççĕ вĕсем. Пÿлĕмсене çĕнĕ, хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ.

Кунта сăпайлă, ырă кăмăллă специалистсем тимлеççĕ. Пациентсемпе вашават вĕсем.

Туслă коллективăн ĕçĕ те ăнăçуллă. Лабораторире паян 12-ĕн тимлеççĕ, куллен кăткăс ĕçе пурнăçлаççĕ. Ертÿçи - Зоя Викторовна Жилкина.

Сăнÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла) коллективăн пĕр  ушкăнĕ - Елизавета Данилова, Галина Иванова, Алена Викторова, Алена Алексеева, Зоя Жилкина, Вера Андюшкина, Елена Артемьева.

Автор Светлана Чикмякова



17 ноября 2018
10:56
Распечатать
Поделиться