Пресс-центр

Тĕрĕсленме ан манăр

Кашни арçыннăн сывлăхлă пулас тесен уролог патĕнче тăтăш пулмалла.

Ар парĕсен ракĕ пулассине вăхăтра асăрхаттарас тĕллевпе ятарлă юн анализне памалла. Ăна 45-рен иртнĕ арçынсене çулталăкра пĕр хутчен те пулин тухма сĕнеççĕ.

Шыçă чирĕпе ир чирлессинчен асăрхаттарас тĕллевпе район тĕп больницин поликлиникинче 45-рен иртнĕ арçынсене юнра ПСА пуррине палăртассипе анализ илессине йĕркеленĕ. Ноябрĕн 21 тата 28-мĕшĕсенче кăмăл тăвакансен 8–12 сехетсенче процедура пÿлĕмне каймалла. Çумра паспорт тата медицина полисĕ пулмалла.

М.Демьянова,

медицина профилактикин пÿлĕмĕн фельдшерĕ



17 ноября 2018
08:52
Распечатать
Поделиться