Пресс-центр

Редакцие килнĕ çыру (районная газета "Путь Победы" от 01.03.2017г)

     Эпĕ 10 кун районти тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче 6-мĕш палатăра сиплентĕм. Йывăр та пархатарлă ĕçе пĕлсе те юратса пурнăçлаççĕ кунти медицина ĕçченĕсем. Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ вĕсем чирлĕ çынсене. Терапи уйрăмĕнчи хăйсен ĕçне чунтан парăннă Г.В.Капирова, Р.Н.Прокопьева, О.М.Казакова врачсене, Н.Н.Романова, В.И.Александрова, Л.В.Алексеева, С.Н.Семенова, В.И.Трофимова, А.С.Никифорова медсестрасене мана пулăшу парса ура çине тăратнăшăн чĕререн тав тăватăп. Пурне те хурçă пек çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кун-çул, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Çавăн пекех З.И.Дмитриева терапевтпа Н.Г.Ведина медсестра  пирки те ăшă сăмахсем çеç калас килет. Пурне те пысăк тав.

З.Николаева. Вăрнар поселокĕ.




01 марта 2017
00:00
Распечатать
Поделиться