Пресс-центр

Ветерану здравоохранения района Варваре Порфиоьевне Гавриловой 95 лет

24 декабря 2016 г. Районная газета  « Путь Победы»

Уравăшра пурăнакан Варвара Порфирьевна Гаврилова Етĕрне районĕнче çуралнă. Медучилищĕрен вĕренсе тухсан направленипе Вăрнарти тĕп больницăра фельдшерта, каярах Уравăш больницинче акушерта ĕçлеме тытăннă.

Кунтах хăйĕн телейне тупнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача ура çине тăратнă. Асли амăшĕ йĕрĕпе кайнă: Людмила мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарти пĕр больницăра врач-терапевтра тăрăшнă. Виталий – инженер-механик, «Мир» совхозра, каярах «Санары» агрофирмăра вăй хунă. Кĕçĕнни, Альбина, – педагог, Çарăклă шкулĕнче ĕçленĕ.

Паян Варвара Порфирьевнан 18 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук тата мăнукĕн пĕр ачи. Юбиляр Вероника мăнукĕн çемйипе пурăнать.

Фельдшер-ветерана район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Светлана Войтенко, Хирпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Валерий Терентьев, вырăнти депутат Елена Голубцова, культура ĕçченĕсем Вероника Илларионовапа Клара Сюмайкина саламланă, 100 çула çитме çирĕп сывлăх суннă.




24 декабря 2016
00:00
Распечатать
Поделиться