Пресс-центр

Пурнăçа çăлса хăварчĕ (районная газета "Путь Победы" от 14.12.2016г.)

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата уçрăм кăна, В.Кожанов сăнÿкерчĕкне курах кайрăм, пĕр сывламасăр вуласа тухрăм. Василий Николаевич пирки акă мĕн каласа парасшăн.

1976 çулта эпĕ пĕрремĕш класа çÿреттĕм, пĕр ирхине чирлесе ÿкрĕм. Анне медпункта кайрĕ, унтан медсестрапа пĕрле таврăнчĕ. Манăн пичче, Пимен, ветфельдшерта ĕçлетчĕ, пичче мана тĕрĕслеме пуçларĕ. «Аппендицит» терĕ. «Çук!» – хирĕçлерĕ медсестра.

Çуркунне, çул çук. Хапăспа Вăрманкас хушши 5 çухрăм. Мана пичче Хапăс çулĕ çине йăтса тухрĕ, унтан машинăпа Вăрнар больницине çитрĕмĕр.

Ман умра шур халатлă çынсем, темĕнле инструментсем... Аппендицит çурăлса кайнă иккен. Мана вилĕмрен çăлса хăвараканĕ Василий Кожанов хирург пулнă. Эпĕ ун умĕнче ĕмĕр парăмра, пуçăма çĕре çити таятăп, иксĕлми телей сунатăп.

Уравăш.   Марина Горбунова





14 декабря 2016
00:00
Распечатать
Поделиться