Пресс-центр

О фельдшере Ч-Хирлепского ФАП Лидии Романовой (газета "Путь Победы" Вурнарского района)

Чăрăшкас Хирлепри фельдшерпа акушер пунктĕнче Лидия Романова пÿлĕмре пĕчченех ларатчĕ.

– Кичемлĕхе кĕрсе ÿкме вăхăт çук, анчахрах кăна иккĕн тухса кайрĕç. Килекенсем татах та тупăнĕç-ха, – ăнлантарчĕ Лидия Васильевна.

Ял çыннисен пурин те пĕр евĕр ыйту, сывлăх хавшамарĕ-ши; Л.Романова хăй пĕлнĕ таран пулăшу пама тăрăшать, чир йывăртарах пулнине пĕлсен районти тĕп больницăна кайса килме сĕнет. Опычĕ пур унăн, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пулса тăнăранпа вăтăр çичĕ çул та çитнĕ. Çавăнпа та чирлĕ çынна кирлĕ сĕнÿ-канаш пама та пултарать.

Эмелпе кăна мар, ăшă кăмăлĕпе те сиплет вăл. Хăйĕн патне килекенсене ялан сывлăха хаклама сĕнет. Шел пулин те, унăн сăмахне теприсем ăса хывмаççĕ, эрехе те ăша яраççĕ, кун йĕркине те пăхăнса пурăнмаççĕ.

Лидия Васильевна 5 ял çыннисен сывлăхĕшĕн яваплă. Çавăнпа та ĕçĕ сахалах мар. Пÿлĕмре хăшпĕр ĕçсем тунипе çеç çырлахмасть, ялсем тăрăх килĕрен çÿрет. Çавна май кашни çыннăн сывлăхне, ăна мĕнле пулăшу кирлине лайăх пĕлет. Килтен тухса çÿрейменнисем те пур. Вĕсем çине вара тимлĕхе ытларах уйăрма тивет.

Каçхине аптраса ÿкекенсем те тупăнаççĕ. Вĕсен ирĕксĕрех фельдшера тархаслама тивет, пулăшу параймăр-ши; Чăрăшкас Хирлепри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Л.Романова пирвайхи пулăшу пама хирĕçлесе тăмасть, кирлех пулсан районти тĕп больницăна та шăнкăравпа тухать. Пĕрне тепринчен уйăрас йăла çук унăн, кашнине ăшă кăмăл парнелеме тăрăшать.

– Сывлăх – çыншăн чи хакли. Ăна укçалла туянаймăн, çавăнпа та вăхăтра сипленнине, чире пуçламăш тапхăрта тупса палăртнине нимĕн те çитмест. Апла пулин те хăшпĕрисем, уйрăмах арçынсем, диспансеризаци витĕр тухасшăн мар. Çавăн пиркиех, медицина тĕлĕшĕнчен пур енлĕ тĕрĕслеттерменрен, кайран чир тыткăнне кĕрсе ÿкеççĕ, – терĕ Л.Романова.

Вăл каланă тăрăх, юн пусăмĕ хăпарнипе аптракансем ялсенче сахалах мар. Фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме условисем çителĕклĕ.

Темиçе çул каялла кунта тăваттăн ĕçленĕ, ĕç тытăмне улшăнусем кĕртсе пынă май штатсене те пĕчĕккĕн кĕскетнĕ. Халĕ Лидия Васильевна пĕчченех тăрса юлнă. Апла пулин те палăртса хунă ĕçсене вăхăтра пурнăçлать.

Кăçал ку таранччен 5 ялта 5 ача кун çути курнă. Шел пулин те, вилекенсем çуралакансенчен ытларах. Медицина ĕçченĕ ялсенче пÿртсем пушă лармасса, вĕсенче ача-пăча сасси илтĕнессе шанать тата ĕненет.


Юрий КОРНИЛОВ.     


 




08 октября 2016
00:00
Распечатать
Поделиться