Пресс-центр

О чествовании молодых специалистов в Вурнарской ЦРБ (газета "Путь победы" Вурнарского района)

12 октября 2016 г.

Районти тĕп больницăра çамрăк врачсен профессине халалласа уяв иртрĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал Вăрнар поселокĕ «Земство тухтăрĕ» программăна кĕнĕ. Çавăнпа та больницăна 5 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.

Пурте Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Наталья Васильева стоматологпа Надежда Никитина педиатр вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн тÿрех кунта ĕçе вырнаçнă. Участокри терапевт Наталия Васильева вара тĕп хулари пĕр сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче икĕ çул ĕçленĕ. Анжела Осипова онкологпа Сергей Илюткин хирург хăйсен ĕçĕсемпе Мускав хулинче опыт пухнă. Çамрăк специалистсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, врач аллейинче йывăçсем лартрĕç.

Мероприятин малалли пайĕ район тĕп больницин актсен залĕнче иртрĕ. Çамрăк специалистсене савăнăçă лару-тăрура Н.Тинюков тĕп врач, учрежденин профком председателĕ Л.Евстафьева тата ыттисем саламларĕç.

– Эпир эсир пирĕн больницăна ĕçлеме килнишĕн питĕ савăнатпăр. Сирĕн яланах пĕр вырăнта ĕçлемелле пултăр. Йывăр самантра аслисенчен пулăшу ыйтма ан именĕр. Пĕлĕве туптăр, ĕçлесе опыт пухăр – çынсемшĕн кирлĕ специалист пулнине туйса илĕр. Ăнăçу сире! – терĕ Николай Антонович хăйĕн сăмахĕнче.

Чи хумхануллă самант – çамрăк специалистсене шурă халат пани пулчĕ. Тин çеç ĕçе пуçăнакан врачсем тупа турĕç, хăйсем суйласа илнĕ профессире тăрăшулăх кăтартма шантарчĕç.


Юрий КОРНИЛОВ.




12 октября 2016
00:00
Распечатать
Поделиться